Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев васкавлӑ пулӑшура тата вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене машина уҫҫисем панӑ. Шурӑ халатлисене илсен, транспорт Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисемпе тата Патӑрьел районӗсене лекнӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службине кӑҫал 235 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ 84 автомашина туяннӑ.
Республика ертӳҫи Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи 2-мӗш подстанцири реанимаци уйрӑмӗнче вӑй хуракансене мухтанӑ, вӗсенчен хӑшӗсене Михаил Игнатьев Элтепер Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Вӑрмансене пушартан сыхламалли автомашинӑсене улатӑрсем, вӑрнарсем, йӗпреҫсем, канашсем, сӗнтӗрвӑррисем, шӑмӑршӑсем, ҫӗмӗрлесем, етӗрнесем тата Шупашкар районӗсем тивӗҫнӗ.
Шупашкар районӗнче дачӑсене ҫаратнӑ 69 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна тытма Мухтар ятлӑ йытӑ пулӑшнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчи дачӑра вӑрлани пирки пӗлтерсен кинолог служба йыттипе ҫула тухнӑ, оперативлӑ ушкӑн та пӗрлех пулнӑ. Вырӑна ҫитсен овчарка вӑрӑн йӗрне тупнӑ, пакунлисене ҫырма еннелле ертсе кайнӑ. Унта вара вӑрланӑ япаласене пытарнӑ-мӗн.
Ҫав вырӑнтах 69 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑл тата вӑрланӑ япаласене пытарма хӑтланнӑ. Полици уйрӑмне илсе ҫитерсен тивӗҫлӗ канурискер йӑлтах каласа кӑтартнӑ, айӑпне йышӑннӑ.
Халӗ полицейскисем ҫак ҫын ытти ҫакнашкал преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче пурӑнакан Любимовсем ҫуртсӑр, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсен пурлӑхне пушар тӗп тунӑ. Халӗ ҫемье кӳршисем патӗнче выртса тӑрать.
Ҫуртра 5 ҫын пурӑннӑ. Пушар хыҫҫӑн япаласем те, сӗтел-пукан та тӑрса юлман, выльӑх-чӗрлӗхрен ӗнене ҫеҫ ҫӑлма май килнӗ. Юрать, ҫынсем шар курман.
Ентешӗсем, тӑванӗсем ҫемьене йывӑрлӑхра пӑрахмаҫҫӗ. Пушар пулнӑ кунах япаласем пуҫтарса вӗсене килсе панӑ. «Япаласем кайса панӑ чух пушартан мӗн те пулин юласса шаннӑччӗ, анчах хам куҫпа курсан тӗлӗнтӗм. Ҫемьери ҫынсем хӑйсене мӗнле туйнине сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук», - «Про Город» хаҫата ҫапла пӗлтернӗ Любимовсен тӑванӗ Мария.
Ҫемьен халӗ ҫурта ҫӗнӗрен ҫӗклемелле. Вӗсем пулӑшасса шанаҫҫӗ. Сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур тӑк – тархасшӑн: +79033794437, Елена Николаевна Любимова (номер карточкӑпа ҫыхӑннӑ).
РФ ШӖМӗн следстви департаменчӗ Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче пулнӑ авари тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Ку ӗҫре самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ водителе айӑпласшӑн. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче арестленӗ.
Аса илтерер: хӑрушӑ авари юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Самосвал Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Аварире 1 ҫынран 11-шӗ вилнӗ, тепри пульницӑра куҫне хупнӑ.
Следстви шухӑшӗпе, самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ 58 ҫулти водитель тормоз йӗркеллӗ ӗҫлеменнине, ҫанталӑк япӑх пулнине пӑхмасӑрах хӑвӑртлӑха пысӑклатнӑ. Ҫитменнине, вӑл тимлӗхе ҫухатнӑ.
Палӑртса хӑвармалла: вилнӗ ҫынсен тӑванӗсене компенсаци панӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ир-ирех, 5 сехет те 15 минутра, Шупашкар районӗнчи Уйкас ялӗнче харпӑр ҫыннӑн чӑх-чӗп ферми ҫунма пуҫланӑ. Пушар ампара тӗп тунӑ, чӑх-чӗп те ҫунса кайнӑ. Юрать, ҫынсем шар курман.
Пушара ирхи 8 сехет тӗлне кӑна сӳнтернӗ. Ҫулӑма сӳнтернӗ ҫӗре РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн 5 ятарлӑ техника, 15 ҫӑлавҫӑ хутшӑннӑ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Енри тата тепӗр ялта урнӑ чир тупса палӑртнӑ. Ҫавна май карантин тесе йышӑннӑ.
Хальхинче ку мерӑна Шупашкар районӗнчи Асакасси ял территорийӗнче йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ паян, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ.
Маларах, сӑмах май, Куславкка районӗнчи Юпсар ялӗнче карантин тесе палӑртнӑччӗ.
Шупашкар районӗнчи Ассакассинче, Куславкка районӗнчи Юпсарти евӗрех, йытӑ-кушак куравне йӗркелеме, килти чӗрчунсене сутма, йытӑ-кушакпа ҫав тӑрӑхран айккинелле тухса кайма юрамасть. Карантин тапхӑрӗ чӗрчун урнӑ чирпе юлашки хут чирленӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ уйӑхран тин хӑйӗн вӑйне ҫухатӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи Ҫӗнӗ ҫула тӗплӗн хатӗрленнӗ. Вӗсем пӳрте шалтан кӑна мар, тулаш енчен те капӑрлатнӑ.
Николайпа Ирина Ивановсем ҫак илеме тӑвас тесе пӗр каҫ кӑна тӑрӑшман. Малтанах вӗсем ачасем валли ҫутатакан тӑвайкки ӑсталанӑ, юр кӗлеткене тата сысна кӗлеткине юртан тунӑ. Юнашарах елка лартса ӑна илемлетнӗ. Кунсӑр пуҫне пӳрт, карта-сарай таврашне йӑлтӑртатакан гирляндӑсем ҫакнӑ.
«Ҫынсене килӗшет, ҫакӑ савӑнтарать. Пурте пырса сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ. Ачасем вара пӗрмай выляҫҫӗ, тӑвайккинчен ярӑнаҫҫӗ. Ӑна чылай вӑхӑт турӑмӑр, юра кӳршӗсенчен те вӑрлама тиврӗ», - йӑл кулса пӗлтернӗ Николай «Про Город» хаҫата.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхине 5 сехет ҫиетеспе Шупашкар районӗнчи Пархикасси ялӗнчи Шоссе урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Хуралтӑ таврашӗнчен мунча кӑна сиенленмен.
Нумай ачаллӑ ҫемье пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. «Ҫемье пуҫӗ пушарта вилнӗ. Ыттисем пурте чӗрех, сывах. Халӗ виҫӗ пӗчӗк ачаллӑ амӑшне тӑванӗсем хӑйсем патне пурӑнма илнӗ», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Пушара 2 техника, 8 ҫын сӳнтернӗ. Шел те, ҫурт кӑшкарӗ кӑна юлнӑ. Ҫемье тӗрекӗсӗр тӑрса юлнӑ хӗрарӑмпа ачисене пулӑшу кирлӗ. Май пур тӑк акӑ Матвеевсен номерӗ - 8-927-844-44-47 (Олеся Александровна М., номер банк карточкипе ҫыхӑннӑ).
Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильма хӑтлӗҫ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.
Фильма ӳкерессипе «Чӑвашкино» патшалӑхӑн киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ» хысна учрежденийӗ нумай ҫине тӑчӗ. «И.Я. Яковлев чӑваш халӑх чӗринче» республикӑри мероприятисен ярӑмне (ӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви хатӗрленӗ) пӑхӑнса ирттернӗ ӗҫ пулчӗ вӑл.
Фильма кӑҫалхи ака-авӑн уйӑхӗсенче ӳкернӗ. Ҫавна май Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче, Чӗмпӗр, Мускав, Шупашкар хулисенче, Шупашкар тата Елчӗк районӗсене ҫитнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ ҫын ҫинчен, сӑмах май, халиччен чӑвашла документлӑ фильм ӳкермен-ха.
2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енри темиҫе хулапа районта (хальхинче вӑл 7 муниципалитетра иртӗ) Ҫӗнӗ ҫул ҫул ҫӳревӗ пуҫланӗ. Чӑваш Енӗн информаципе турист тата культура центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫӳрев 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен пырӗ.
«Чӑваш Енри ҫӗнӗ ҫул ҫул ҫӳрев» 2019 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче (кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче), Шупашкар районӗнче (кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче), Муркаш районӗнче (кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче), Сӗнтӗрвӑрри хулинче (кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче), Улатӑр хулинче (кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче), Етӗрне районӗнче (кӑрлачӑн 6 тата 7-мӗшӗсенче), Ҫӗрпӳ районӗнче (кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче) пулӗ.
Туристӑн ҫӗнӗ ҫул карттине кӑҫал хут ҫинче мар, Чӑваш Енӗн информаципе турист тата культура центрӗн volgatourizm.ru сайтӗнче онлайн мелпе регистрацилӗҫ.
Ятарлӑ маршрутпа ҫӳренине ӗнентерме ятарлӑ фотозонӑра сӑн ӳкерӗнмелле. Сӑн ӳкерчӗксене vkontakte тата instagram халӑх ушкӑнӗсене #НовогоднееПутешествиеПоЧувашии (чӑв. #ЧӑвашЕнриҪӗнӗҪулҪулҫӳревӗ) хэштег ҫырса лартмалла. Ҫӗнтерӳҫӗне кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӑна парнепе хавхалантарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |